Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗн хастарӗсем тӑван республикӑмӑрӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатине суту-илӳ, йӑла таврашӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курма ҫулталӑк каяллах сӗннӗ те ӑна палата хӑй сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри чылай организацине вӗсем туса кӑларакан тавар этикеткисенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗннӗ. «Никамранах та хурав килмерӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ушкӑн «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче. Уйӑх вӗҫӗнче вара, унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНКшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ. Чӑваш наци конгресӗ регионсен хушшинчи общество организацийӗн 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ Мӑн Канашӗнче Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗртавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикетсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ те ятарлӑ учрежденисене тупма хушас тенӗ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» обществӑна ерсте пынине, ЧНКн президиум пайташӗ Олег Мешков чылай ҫул «Букет Чувашии» ертӳҫи пулнине, ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Валерий Иванов Валерий «Акконд» директорӗ иккенне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.
1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр. Пире хирӗҫ Веня Павлов студент, Элӗк ачи, ҫиҫсе килет, хул хушшине кӗрен хуплашкаллӑ 5-6 кӗнеке хӗстернӗ хӑй. «Юлашкисене илсе ӗлкӗртӗм, эсир Ленин площадьне е «Политкнига» магазина васкӑр», — сӗнчӗ вӑл. Хыпкаланса ҫӳрени харама каймарӗ, ҫав кун пӗрер кӗнеке тупса таврӑнтӑмӑр. Ун чухне ҫӗнӗ кӗнекесене «йӑнӑш» тупса пуҫтарса илесси йӑлараччӗ. Тепӗртакран Хӑветӗр Уярӑн «Писательпе паллашни» кӗнеки тухнӑ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленчӗ, эпир каллех кӗнеке лавккине чупрӑмӑр. «Чарнӑ» кӗнекесене эпир пӗр-пӗрне парса вулаттараттӑмӑр, унти «политика йӑнӑшӗсене» тарласа шыраттӑмӑр, тупсан вӗсем мӗне пӗлтерни пирки сиксе тавлашаттӑмӑр. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Кунта чӑваш чӗлхи вӗренме пулать Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамак хулинчи филиалӗ пулас Ашмаринсене, Перельмансене, Ломоносовсене шырани пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче Иван Тарасов пӗлтерет. "Вӑхӑтлӑха та пулин Интернетри вӑййӑрсене чарса тӑрӑр-ха. Ҫтерлӗри Кеннати Челпир поэтран васкавлӑ ҫыру килчӗ. Пирӗн чӑваш тӗнчи вӑл лартакан ыйтӑва татса пама епле пулӑшаять-ши?", — тесе ҫырнӑ вӑл. Асӑннӑ аслӑ шкулӑн Стерлитамакри фиалиалӗн чӑваш филологи уйрӑмне абитуриентсене пухса ҫитереймен-мӗн, пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене утӑ 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытманнисене тест майӗпе те илме хатӗр иккен унта. "Халӗ йышра 10. Тата кирлӗ... Унсӑрӑн бюджетлӑ вырӑнсене ӗмӗрлӗхех хупма пултараҫҫӗ, куҫӑн мар вӗренме тӳлевлӗ тӑваҫҫӗ. Хальтерех кайсан аван. Тен, эсир кама та пулин вӗренме каяс текенсене пӗлетӗр? Пӗлтерсен пит аван пулӗччӗ. Тав", — тесе хыпараланӑ ӗнер Иван Тарасов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» наци культурин обществин хастарӗсем Шупашкарти аэропорт гендиректорне самолетсем вӗҫсе килнипе кайнине вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та калама ыйтнӑ. Аэропортра таблона вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Хастарсем ӑна чӑвашлатма та ыйтнӑ. Хастарсен шухӑшӗпе, ку ҫыннӑн Конституци правине пӑсать. Ара, чӑвашла калаҫакансем чӑвашла илтеймеҫҫӗ-ҫке ҫакна. «Ирӗклӗх» ырӑ тӗслӗх вырӑнне «Хусан» пӗтӗм тӗнчери аэропорта илсе кӑтартнӑ. Унта пассажирсене вырӑсла кӑна мар, тутарла, акӑлчанла та пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа общество хастарӗсем Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне информаци хӑмисене тата пассажирсене пӗлтернине чӑвашлатма хистесех ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Хальхинче вӗсен куҫӗ умне «Хыпар» хаҫатра пӗлтерӳсене вырӑсла ҫеҫ вырнаҫтарни лекнӗ. Ку пулӑма вӗсем республикӑра тухса тӑракан ытти чӑвашла хаҫатсенче те асӑрханӑ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи пирӗн республикӑра патшалӑх чӗлхисем пулни пирки, вӗсем пӗртан праваллӑ пулнине Конституцире ҫирӗплетнине аса илтернӗ. «Хыпар» хаҫатӑн тӗп тӗллевӗнче те чӑваш чӗлхине упраса аталантарасси пысӑк вырӑнта пулнине пӗлтернӗ. Чӑвашла тухакан хаҫатсенче пӗлтерӳсене вырӑсла пичетлени «Ирӗклӗх» пӗрлӗх шучӗпе чӑваш чӗлхине хӗсни пулать. Тем тесен те «Хыпара», «Тӑван Ене» тата ытти хаҫатсене чӑвашла пӗлекен вулакансем ҫырӑнса илеҫҫӗ, ҫавна май пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарни вырӑсла ҫеҫ пӗлекенсен прависене нимӗн енчен те пӑсманнине палӑртаҫҫӗ хастарсем. «Ирӗклӗх» министерствӑна пӑхӑнакан чӑвашла хаҫатсен ертӳҫисем патне ҫак информацие ҫитерме ыйтать, пӗлтерӳсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтармалли ӗҫе йӗркелеме сӗнет. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Николай Угаслов ларӑва уҫать Ӗнер Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш пайташӗсем чӑваш чӗлхи пирки калаҫрӗҫ. Лару пуҫланас умӗн тӗрлӗ вырӑнтан пухӑннӑ чӑвашсемпе пӗрле Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хучӗҫ. Чӑваш чӗлхин хальхи алфавитне хатӗрленӗ Кӑнна Кушки чӑвашне асӑнса чечек Михаил Васильевич Игнатьев та хучӗ. Мӑн Канаш пайташӗсем чӑваш чӗлхине мӗнле упраса хӑвармалли пирки калаҫрӗҫ, ҫак ӗҫе туса пыма мӗн чӑрмантарнине пӗлтерчӗҫ, малалла мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе каярах ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ. Унсӑр пуҫне ларура Президиум йышне улшӑнусем кӗртрӗҫ. Константин Яковлева (хӑй ыйтнипе) хӑйсен ретӗнчен кӑларчӗҫ те, ун вырӑнне ҫӑмрӑксен театрӗн директорне кӗртрӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫӑн чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса памашкӑн пӗрле килӗштерсе ӗҫлемелли орган шутланакан пӗрлӗх Вӗренӳ министерствин лару пӳлӗмӗнче пухӑнчӗ. Пурӗ икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ — комисси ҫумӗнчи орфографи ушкӑнӗ йышӑннӑ проекта пӑхса тухасси тата Шупашкар хулинчи тӗрлӗ палӑксем ҫине икӗ чӗлхепе ҫырнисене тишкересси. Чи хӗрӳ калаҫу пӗрремӗш ыйту ҫуратрӗ. Пӗрисене халиччен уйрӑм ҫырма сӗнекен сӑмахсене пӗрле ҫырма йышӑнни килӗшмерӗ, теприсене — 1990-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ правилӑччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене уйрӑм ҫырма сӗнни. Ҫавах та орфографи комиссийӗ йышӑннӑ проектӑн никӗсне чӗлхе комиссийӗн ытларах пайӗ ырлас терӗ. Комисси пайташӗсем тӑратнӑ сӗнӳсене те пӑхса тухрӗҫ, вӗсене ытларах пайӗпе йышӑнас терӗҫ: 75§ уйрӑмах тавлашу ҫуратакан тӗслӗхсене (утмӑл турат, чӑрӑш тӑрри) кӑларса пӑрахас терӗҫ (вӗсене мӗнле ҫырмаллине тӗплӗ тӗпчев туса йышӑнас терӗҫ); 73-мӗш параграфри 3-мӗш пунктри тӗслӗхсене улӑштарма йышӑнчӗҫ (ООН вырӑнне тахҫанах ПНО тесе ҫырма пуҫланӑ; ГИТИС вара ытла кивӗ тӗслӗх); 74-меш параграфӑн 5-мӗш пайӗнче дефиспа ҫырмалли татӑксен йышне -тӑк (-тӗк) кӗртме пулчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла этикеткӑн тӗслӗхӗ Чӑваш Республикинчи «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ пуҫарупа тухнӑ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем йыхрав ҫырӑвӗсене вырӑсла салатнӑ вӑхӑтра вӗсем пысӑк предприятисене хӑйсен этикеткисене вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне чӑвашла та хушма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем этикеткӑсемпе упаковкӑри информацие чӑвашла хушма сӗннӗ — составне, калӑпӑшне, кӑларнӑ куна, юрӑхлӑх тапхӑрне, упрамалли условине, усӑ курмалли майсене тата ытти информацие. Малтанласа ҫырӑва ҫӑмӑл тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн предприятисене ярса панӑ. Вӗсен йышне республика шайӗнче кӑна мар, тулашра та палӑраканнисем кӗртнӗ — «АККонд» акционерсен обществи, «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирма, «ЮРМА» агрохолдинг, макаронпа кондитер таварӗ кӑларакан «Вавилон» фирма, Шупашкар аш-какай комбиначӗ, «Кӗрӗк» АХО, «Кайсаров и ОВАС» ҫӗвӗ хапрӑкӗ тата ыттисем. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» чӑвашла ҫырни Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн хальхи саккунӗсене пӑсманнине палӑртнӑ. ГОСТсем (сӑмахран, 51074-2003) те ҫакна хирӗҫ маррине те кӑтартнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Республика кунӗ умӗн, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗ черетлӗ лару ирттерме палӑртать. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухмалла — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун епле пурнӑҫланса пынине тишкерни; ЧНК Президиумӗ туса ирттернӗ ӗҫсене пӑхса тухни тата ЧНК Президиумӗн йышне улшӑнусем кӗртессине. Мӑн Канаш пайташӗсене пухнӑ май ЧНК вӗсене ҫыру валеҫсе панӑ. Пирӗн алла лекнӗ копине ӗненес пулсан ӑна вӗсем вырӑсла хатӗрленӗ. Ларура чӑваш чӗлхи пирки калаҫма планланине шута илсен тӑван чӗлхешӗн чӑннипе ҫунакан ҫынсем ҫакна ӑнланма пултарайманни пирки пӗлтерчӗҫ. Общество организацийӗн адресне вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса чӑвашла варианта кӗртменнине асӑрхакансем те пулчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Нумай пулмасть Пил Тымарлан Раҫҫей Федерацийӗн Пенчи фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнчен хурав илнӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫырӑва ун патне почта урлӑ мар, ятарласа чӑвашла пӗлекен курьер тытса ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан паллӑ чӑваш хастарӗ пенси страхлав хутне илейменнишӗн пӑшӑрханса хӑйӗн евитне Пенси фондне иртнӗ уйӑхра ярса панӑччӗ. Мӗншӗн халӗ те ҫак документа илейменнин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те СССР вӑхӑтӗнчи паспортпа ҫӳренинче. Раҫҫей паспортне вӑл унта пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫуккишӗн илме килӗшмест. Пенси фончӗн вырӑнти уйрӑмӗ панӑ хуравра пенси страхлав хучӗ мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ, мӗншӗн ӑна вырӑсла кӑна хатӗрленине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхипе республикӑсенчи вырӑнти чӗлхесен статусӗ пирки те ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Хуравӑн тулли тексчӗпе аяларах вырнаҫнӑ ӳкерчӗксене паллашма пулать. Апла-и, капла-и, ҫавах та Пил Тымарлана пенси страхлав хучӗ патне пыма чӗннӗ. Хӑйӗнпе пӗрле гражданин кам пулнине ҫирӗплетекен документа илсе пыма сӗннӗ. Вӗсен шутне ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство та кӗнине шута илсен — ӑна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ-ҫке — Пил Тымарланӑн пенси страхлав хучӗллӗ пулса тӑма шанчӑк пурах. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |